

Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕ паллă ентеше унăн ĕçне пысăка хурса хак панăшăн чунтан саламлать. Елена Владимировна Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл тăрăшнипе икĕ республика хушшинчи туслăх çирĕпленсе, пултарулăх çыхăнăвĕсем аталанса пыраççĕ. Елена Шурту сахал мар общество ĕçĕ илсе пырать. Вăл – Чăваш Енри Театр деятелĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕ. Елена Владимировна - хула тата республика шайĕнчи анлă мероприятисен улшăнми хутшăнаканĕ, тĕрлĕ конкурссенчи жюри членĕ. Пирĕн ентеш пултаруллă актриса, театр ăсти тата чăваш халăх юррисене ăста шăрантараканĕ (Пушкăртстан Республикин юрă пултарулăхне халăх хушшинче сараканĕ те) пулнипе эпир çав тери мăнаçланатпăр. Актриса тăван чăваш халăхĕн професси шайĕнчи искусствине аталантарма пулăшакан тĕллевлĕ грант проекчĕсене пурнăçа кĕртес ĕçре пысăк тÿпе хывнă. Çав шутра – «Пĕчĕк тăван çĕршыв культури» проект та. Елена Шурту актер профессине тата юрă ăсталăхне пĕр-пĕринпе шайлаштарса ĕçлет. Çакă унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ пулнине çирĕплетет çеç. Музыка ăсталăхне, çаврăнăçулăхне, шÿт ăсти пулнине кура артистка Чăваш пуканесен театрĕнче комедилле тата çавăн евĕр рольсене килĕштерсе вылять.
Елена Хорькова - халăх юррисене пуçтараканĕ тата шăрантараканĕ. Кун пирки Пушкăртстан Республикинче тата Чăваш Енре çеç мар, вĕсен тулашĕнче те пĕлеççĕ. Вăрах çул хушши вăл Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсен авалхи юррисене çырса пынă. Унăн юррисем хăйне евĕрлĕ, вĕсенче чăваш тата пушкăрт культурин сĕмĕ пур. Актриса фольклор юррисене шăрантарни чăваш халăхĕн культура еткерĕн историне хывнă нимĕнпе виçме май çук тÿпе пулса тăрать. Елена Владимировна Константин Ивановăн, Ухсай Яккăвĕн, Çеçпĕл Мишшин, Петр Хусанкайăн тата ытти паянхи илемлĕ чăваш сăмах ăстисен сăввисене тĕлĕнмелле ăста вулать.
Шупашкарта пурăнакан юрăçă тăван тавралăхне те манмасть. Кĕçтенттин Ивановпа Ухсай Яккăвне халалланă юбилей мероприятийĕсене хутшăнать, вĕсене йĕркеленĕ, чăваш йăла-йĕрке мероприятийĕсене ирттернĕ чух тĕрĕс те пĕлтерĕшлĕ методика пулăшăвĕсем парать. Уçă кăмăллăскер май пур таран Пушкăртстанран тухнă ентешĕсене яланах калаçупа та, ĕçпе те пулăшать, çамрăк артистсене хăй ĕçĕн опычĕпе паллаштарать. Ентешĕсем ăна уçă та ырă кăмăллă пулнипе килĕштереççĕ, ун патне туртăнаççĕ.
Елена Владимировнăна малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр. Унăн пултарулăх ăсталăхĕ çирĕпленсе пытăр, пурнăç çулĕ ăнăçлă пултăр.
Людмила МУРМАНСКАЯ
ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ.