Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
19 Ноябрӗн 2021, 09:14

Анатолий Константинович АЛЕКСЕЕВ тата Таисия Константиновна ФАДЕЕВА

Пишпÿлек тăрăхне кĕрекен Хушăлка çумĕнчи Петровски паççулккинче çуралса ÿснĕ хаклăран та хаклă тăванăмăрсене, çут тĕнчене пĕрле килнĕ йĕкĕрешсене, ĕçчен те пултаруллă шăллăмпа йăмăка, пиччепе аппана Анатолий Константинович АЛЕКСЕЕВПА Таисия Константиновна ФАДЕЕВАНА 60 çулхи юбилейĕсем ячĕпе!

Анатолий Константинович АЛЕКСЕЕВ тата  Таисия Константиновна ФАДЕЕВА
Анатолий Константинович АЛЕКСЕЕВ тата Таисия Константиновна ФАДЕЕВА

Хисеплесе тата юратса çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Чунăрпа çамрăк, чĕрĕрпе çирĕп пулăр. Пире яланах ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, ырă канашсемпе пулăшса, хавхалантарса пынăшăн чунтан тав тăватпăр.
Вăрăм пултăр сирĕн ĕмĕрĕр,
Хурçă евĕр пултăр сывлăхăр.
Çăлкуç евĕр таптăр вăй-халăр,
Умра çиçтĕр тулли телейĕр.
Ырă сунса та юратса – пиччĕшĕпе йăмăкĕ тата вĕсен çемйисем.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас