-25 °С
Пӗлӗтлӗ
Çывăх çыннăмăра чун-чĕререн юратса та хисеплесе çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Шăпа пилленĕ çул-йĕрпе çирĕппĕн утма иксĕлми сывлăх, ытама шăнăçайми ырлăхпа телей, тăнăçлăх сунатпăр. Вăй-халу çăлкуç пек тапса, чĕрÿнти хĕрÿлĕх ялкăшса тăтăр. Хăвăн ырă кăмăлупа пире нумай-нумай çул савăнтарса, ачусен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр. Эсĕ – пирĕн çемье тĕрекĕ. Эпир сана чунтан юрататпăр, хисеплетпĕр, эс пурришĕн Турра тав тăватпăр.
Аллусем сан чăн та ылтăн,
Кăмăлу хĕвел пекех,
Ĕçупе савăнтаратăн,
Мухтанатпăр çемйипех.
Ăшă салампа – Галина мăшăрĕ тата Галина йăмăкĕ.