Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
26 Кӑрлач 2022, 11:02

Галина Григорьевна АФАНАСЬЕВА

Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуç ялĕнче пурăнакан хисеплĕ те ырă кăмăллă аппана Галина Григорьевна АФАНАСЬЕВАНА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Галина Григорьевна АФАНАСЬЕВА
Галина Григорьевна АФАНАСЬЕВА

Çывăх çыннăмăр, ĕмĕрÿ вăрăм, сывлăху çирĕп пултăр. Малашне те хальхи пек мăнукусемпе, хĕрÿ-кĕрÿсемпе, ывăлу-кинÿсемпе, тăван-хурăнташусемпе, тăхлачу-хăтусемпе килĕштерсе, киленсе пурăнмалла пултăр.
Тав тăватпăр сана чĕререн,
Тайма пуç сана пирĕнтен.
Ăшшуна паратăн-çке чунтан,
Эсĕ хаклă кĕмĕл-ылтăнран.
Ан чирле, ан ватăл нихăçан,
Пул хаваслă, кăмăллă ялан.
Эс пурри пире савăнтарать
Пурăнма вăй-хал парса тăрать.
Ырă сунса – Альбинăпа Вячеслав Портновсем, Галина Андреевапа Мария Андреева, Алевтина Байковапа Людмила Михайлова.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: