+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пире кун-ҫул парнелесе телейлӗ ҫитӗнтернӗшĕн, халӑха юрӑхлӑ пулмашкӑн пилленӗшĕн, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑшăн сана, анне, тав тăватпăр. Юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланă май ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал, вӑрӑм ӗмĕр, канлĕ ватлăх сунатпӑр. Яланах уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пул. Эпир санпа мăнаçланатпăр.
Пирĕн хаклă çыннăмăр, аннемĕр,
Сар хĕвел пек ăшă кăмăлу.
Эс пуртан телейлĕ, савăк эпир –
Ăшăтать чуна сан йăл куллу.
Пурăнма нумай-нумай сунатпăр,
Çирĕп сывлăх пултăр яланах.
Чĕререн сана халь саламлатпăр,
Тав тăватпăр пĕтĕм чунтанах.
Ырă сунса – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕсемпе кинĕ, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.