Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
26 Кӑрлач 2022, 10:58

Пелагея Ильинична ШУРКОВА

Мияки районĕнчи Суккул ялĕнче çуралнă, халĕ Кекенте пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ырă кăмăллă та тарават асаннене, кукамая Пелагея Ильинична ШУРКОВАНА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Пелагея Ильинична ШУРКОВА
Пелагея Ильинична ШУРКОВА

Пуриншĕн те хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламланă май, вăрăм та ăраскаллă пурнăç çулĕпе малашне те лăпкăн утма юман пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тулли телей, тулăх пурнăç сунатпăр. Çывăх çынсен хаваслă кăмăл-туйăмĕпе тимлĕхĕ сана хавхалантарса тăччăр. Кÿршĕ-аршăпа, тăвансемпе шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр чирлемесĕр, пĕр пăшăрханмасăр пурăнмалла пултăр.
Ăшă чун, ырă кăмăл санра
Çăлкуç шывĕ пекех иксĕлмест.
Тĕнчере эс пурришĕн Турра
Тав тумашкăн сăмах та çитмест.
Ăшă та таса туйăмсемпе – ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем тата мăнукĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: