Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
9 Нарӑсӑн 2022, 10:47

Татьяна Эдуардовна ИВАНОВА

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан хамăрăн хисеплĕ те пултаруллă ĕçтешĕмĕре Татьяна Эдуардовна ИВАНОВАНА хитре те кăмăллă юбилей ячĕпе!

Татьяна Эдуардовна ИВАНОВА
Татьяна Эдуардовна ИВАНОВА

Хамăрăн пысăках мар йышпа çавра çулпа саламланă май яланах паянхи пекех пуçаруллă та маттур пулма, мĕн шутланине пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, çывăх çынсен юратăвĕпе ăнланăвне туйма, иксĕлми телей, хавхаланупа хастарлăх сунатпăр. Чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай-нумай çул пурăн. Хаçат вулаканĕсене малашне те ырă та кăмăллă пуçарусемпе савăнтармалла пултăр.
Пĕр тикĕс кустăрччĕ кун-çул,
Сан пурнăçу хисеплĕ пултăр,
Чуну хавхалануллăн култăр,
Пуçу çине телей çеç çутăр!
Хисеплесе тата ăшă туйăмсемпе саламласа – «Урал сасси» хаçат редакци ĕçченĕсем.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас