Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
18 Нарӑсӑн 2022, 11:39

Борис Ефимович ГОРДЕЕВ

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ ĕçтеше, «Асра тытчăр» проект ертÿçине, Чечен Республикинчи çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерана, отставкăри полици полковникне Борис Ефимович ГОРДЕЕВА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Борис Ефимович ГОРДЕЕВ
Борис Ефимович ГОРДЕЕВ

Хисеплĕ, Борис Ефимович! Сире «Асра тытчăр» командăн йышĕ 65 çулхи юбилей ячĕпе чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлать. Тĕлĕнмелле илемлĕ пурнăç сунатпăр. Çул çаврăнăшĕнче ырă çынсемпе пулăмсем çеç тĕл пулччăр. Çавăн пекех савăнма нумай сăлтав, çирĕп сывлăх сунатпăр. Кашни ир сирĕншĕн телейлĕ те хĕвеллĕ пултăр. Сирĕн мăнаçланмалли те çителĕклех. Мĕншĕн тесен ĕçĕр çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассипе, Тăван çĕршыва юратма тата хисеплеме вĕрентессипе çыхăннă. Ачăрсемпе манукăрсем, ĕçтешĕрсем мĕнпур ĕçе те яваплăха туйса тÿрĕ кăмăлпа кÿлĕннĕшĕн хисеплеççĕ. Ырă сунса каланисем чунра лапкăлăх çуратчăр.
Хисеплесе – «Асра тытчăр» проектăн Пелепей тăрăхĕнчи Слакпуç ялĕнчи попечительсен канашĕн йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Маргарита Григорьева (Сызрань хули), Анатолий Павлов (Мускав хули), Василий Павлов (Пелепей хули), Александр Ильин (Ермеккей районĕ) тата ытти юлташĕсемпе ĕçтешĕсем.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас