

Иван Ефимов – 4 кĕнеке авторĕ. Наукăри тĕп çул-йĕрĕ – таврапĕлÿ тата чăваш халăхĕн историйĕ. Унăн ĕçĕсемпе тĕпчевĕсем «Урал сасси» тата «Аургазă хыпарçи» хаçатсенче те пичетленсе тухнă. Ăна пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Н.В. Никольскин 2 степень орденĕпе, ЧНК Президенчĕн Хисеп хучĕпе, Гурий Вандер медалĕпе наградăланă. Унсăр пуçне ентешĕмĕр «Халăх академикĕ» хисеплĕ ята та тивĕçнĕ.
Хисеплĕ, Иван Васильевич, сире чăваш халăхĕшĕн тата та нумай пархатарлă ĕç тума ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул, иксĕлми хастарлăхпа çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, çĕнĕ шухăшсемпе çитĕнÿсем сунатпăр.
Эсир ялсен тата çынсен историне тĕпчесе малашнехи ăру валли калама çук пысăк пуянлăх хăваратăр, архивсенчи тусан айне путнă документсене çĕклесе иртнĕ пурнăç чăнлăхне çиеле кăларатăр. Сире сумлă та пархатарлă ĕçшĕн тав тăватпăр.
Ырă сунса тата хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер
академийĕн Уралçум филиалĕн пайташĕсем,
«Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем.