

Кулленхи пурнăçра пĕр-пĕрне юратнине пĕлтерме, ăшă сăмахсем калама вăтанатпăр. Хаклă çыннăмăр, паян пиртен чи ăшă салам йышăнсам. Пире ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тав тунă май куçсем савăнăç куççулĕпе тулаççĕ. Ырă сăмахсемшĕн, ăслă канашсемшĕн, тÿсĕмлĕхпе ăнланушăн пуç таятпăр. Ача чухне те, çитĕнсе çитсен те эсĕ пирĕншĕн тăрăшнине пысăка хурса хакланă, хаклатпăр та. Эсĕ – чăн-чăн арçын, паттăр та тÿрĕ кăмăллă, тимлĕ те шанчăклă, ырă çын. Çулсем иртсен те çакăн пек пуласса шанатпăр. Эсĕ яланах пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă, пулатăн та. Малашне те хастар та çирĕп пулма, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасса, пултарулăх анинче çитĕнÿсем тума сунатпăр. Хаклă çыннăмăр, сывлăху çирĕп, ĕмĕру вăрăм, кун-çулу такăр пултăр.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем.