Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
1 Мартӑн 2022, 10:27

Леонид Алексеевич ФЕДОРОВ

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Свердловск облаçĕнчи Лесной хулинче пурăнакан Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусне, таврапĕлÿçе, сумлă шур сухала Леонид Алексеевич ФЕДОРОВА 85 çул тултарнă ятпа!

Леонид Алексеевич ФЕДОРОВ
Леонид Алексеевич ФЕДОРОВ

Л.А. Федоров наукăпа таврапĕлÿ, публицистика енĕпе хастар ĕçлет. Материалĕсем «Шаранские просторы», «Урал сасси», «ПРОлесной» хаçатсенче кун çути кураççĕ. Леонид Алексеевич «Дюртюли и дюртюлинцы за 300 лет» (2005), «Девушка из Тип-вара» (2005), «Эхо войны» (2016) тата ытти нумай кĕнеке авторĕ. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн членне 2012 çулта суйланă. «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» (1974), С.М. Яндуш (2012), «XX лет ЧНАНИ» (2012) медальсемпе, Н.В. Никольский ячĕллĕ орденпа наградăланă.
Хисеплĕ Леонид Алексеевич, çулсем иртнишĕн кулянмасăр çывăх çыннăрсен ырлăхĕпе, юратавĕпе малашне те киленсе пурăнмалла пултăр. Кун-çул уттипе мал ĕмĕтлĕн утăр. Эсир тăван ял, çын историне тĕпчесе çитĕнекен ăру валли калама çук пысăк пуянлăх хăваратăр. Ĕçлес кăмăлăр иксĕлми, чăваш халăхĕшĕн тăвакан пархатарлă ĕçĕрсен çимĕçĕ нумайрах пултăр. Тайма пуç сире!
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пайташĕсем, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас