Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
9 Мартӑн 2022, 11:19

Хисеплĕ хĕрарăмсем!

Пĕтĕм чĕререн илемлĕ уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе – Çуркунне, Юрату тата Илемлĕх праçникĕпе саламлатăп!

Хисеплĕ хĕрарăмсем!
Хисеплĕ хĕрарăмсем!

 Ахальтен мар хĕрарăмсен уявĕ çуркуннепе, çутă хĕвелпе, çут çанталăк вăраннă тапхăрпа, çĕр çинче çĕнĕ пурнăç вăй илнипе тÿр килет.
Эсир, илемлĕ хĕрарăмсем, тĕнчене ытарайманлăхпа тата чун ăшшипе илем кÿретĕр, ырă та пархатарлă ĕçсем тума хавхалантаратăр. Ачасене воспитани панисĕр пуçне кил-çурта хăтлăх кĕртетĕр, çывăх çыннăрсене юратупа, тимлĕхпе ăшăтатăр, йывăрлăхсене парăнтаратăр тата ĕçре пысăк çитĕнÿсем тăватăр. Сирĕн профессионализмăр, пултарулăхăр, яваплăхăр тата дисциплинăр пырса тивмен ĕç-хĕл çук пулĕ.
Хисеплĕ хĕрарăмсем, аннесем, пикесем, асанне-кукамайсем! Çак уяв кунĕ сире нумай чечек, ырă йăл-кулă, арçынсен тимлĕхне парнелетĕр. Сире çирĕп сывлăх, юрату, çемье телейĕ сунатăп!
Людмила БАДРЕТДИНОВА, ПР «Сарпике»
чăваш хĕрарăмĕсен Канашĕн председателĕ,
медицина наукисен докторĕ, МАНЭБ академикĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас