Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
9 Мартӑн 2022, 10:40

Валентина Григорьевна КУЗЬМИНА

Давлекан районĕнчи Канчăлав ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ăшă кăмăллă кукамая, асаннене Валентина Григорьевна КУЗЬМИНАНА çуралнă кун ячĕпе!

Валентина Григорьевна КУЗЬМИНА
Валентина Григорьевна КУЗЬМИНА

Пире кун-ҫул парнелесе телейлӗ ҫитӗнтернӗ, халӑха юрӑхлӑ пулмашкӑн пилленӗ, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑ пуриншĕн те хаклă аннемӗре, кукамая, асаннене ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Нихӑҫан та хавшами ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал, иксӗлми телей, пархатарлӑ кун-ҫул, вӑрӑм ӗмĕр сунатпӑр.
Вăрăм пултăр санăн ĕмĕрÿ,
Таптăр вăй-халу ялан хĕрÿ.
Хурçă евĕр пултăр сывлăху,
Телейпе çуталтăр кун-çулу.
Ăшă салампа – ачисемпе мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас