Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
9 Мартӑн 2022, 10:37

Владимир Михайлович МИХАЙЛОВ

Пелепей районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă мăшăра, хисеплĕ кукаçие, шăллăма, хăтана Владимир Михайлович МИХАЙЛОВА 55 çулхи юбилей ячĕпе!

Владимир Михайлович  МИХАЙЛОВ
Владимир Михайлович МИХАЙЛОВ

Чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пархатарлă та вăрăм кун-çул сунатпăр. Кашни çутă кун шутланине пурнăçа кĕртме май патăр, ĕмĕтсем пурнăçланса пыччăр. Кĕвĕ-юрă ăсталăхĕпе малалла та пире савăнтар, пултарулăхна аталантар.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр чунтан,
Шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр ялан.
Çирĕп сывлăх, хастарлăх сунар чĕререн,
Татăлма ан пĕлтер укçа енчĕкрен.
Килĕшÿ, юрату хуçалантăр килте.
Çуркунне чечеклентĕр ялан чĕрере.
Ырă сунса тата юратса – мăшăрĕ, ачисем, манукĕсем, пиччĕшĕ тата тăхлачăшĕсем.

Автор: Татьяна Иванова
Читайте нас