Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнă чылай çыннăнни пекех Елизавета Ивановнан пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăл 15 çултах çĕвĕç ĕçне хăнăхса çак ĕçрен паянхи кунччен уйрăлайман. Чăваш костюмĕсем çĕленĕ, пуçа тăхăнмалли хатĕрсене сахал мар ăсталанă. Çав вăхăтрах юрă-кĕвĕ çырма та пултарулăх çитернĕ. Хăшĕ-пĕрисем «Урал сасси» хаçатра та пичетленнĕ. Хăй вăхăтĕнче Елизавета Ивановна Ĕпхÿри «Элем» ансамбле çÿренĕ. Хальхи вăхăтра вара, çу кунĕсенче, сад пахчинче тăрмашма кăмăллать.
Хаклă та хисеплĕ çыннăмăра юбилейпе саламласа вăрăм ĕмĕр, тулли телей, ăнăçу, канăçлăх сунатăп. Сăн-питÿ çинче ялан йăл-кулă çиçтĕр, ĕмĕт-тĕллевÿсем хăв шутланă пек пурнăçланса пыччăр. Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр.
Ырă сунса тата хисеплесе – Анатолий Федорович
Алексеев юлташĕ.