0 °С
Пӗлӗтлӗ


Хаклă çыннăмăра чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, инçе çул евĕр вăрăм ĕмĕр, куç тулли телей сунатăп. Кашни кун çывăх çынсен тимлĕхĕпе, ăшшипе тулли пултăр, çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри, лайăххи санпа пĕр çулпа уттăр. Ачусемпе мăнукусенчен пархатар курмалла пултăр.
Ырă çыннăмăр, ан ватăл нихăçан,
Чăн-чăн телейпе ырлăх эс пурри!
Юхса шăрантăр яланах тасан,
Хуйха-суйха пĕлмен чĕре юрри.
Ăшă салампа – Авăркас районĕнчи Дубровка ялĕнче пурăнакан Елизавета Ергунова тăванĕ.