-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Ырă кăмăллă, юратнăран та юратнă, пуриншĕн те хаклă çыннăмăра чун-чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Кун-çулăн анлă сукмакĕпе малашне те вашаватлăн, мал ĕмĕтлĕн утма юман пек çирĕп сывлăх, таса çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, нихçан сÿнми телей, ăнăçу, тăнăç пурнăç сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул. Юратнă çемйÿ сана савăнăç çеç кÿтĕр.
Чи ăшă сăмахсем калатпăр,
Юратнăран чун-чĕререн.
Пур ырлăха сана сунатпăр,
Эс пурăнсамччĕ пит нумай.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, ачисемпе мăнукĕсем.