Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
7 Июнӗн 2022, 09:57

Александра Борисовна САВРИНА

Юратнă та хаклă аннене, ырă кăмăллă та тарават кукамая, асаннене, тăхлача Александра Борисовна САВРИНАНА 90 çулхи юбилей ячĕпе!

Александра Борисовна САВРИНА
Александра Борисовна САВРИНА

Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе саламласа тĕнчери мĕнпур ыррине сунатпăр. Кун-çулу лăпкă та вăрăм, утас çулу такăр, çутă пултăр. Мĕн шутлани яланах пурнăçлансах пытăр. Ачусемпе мăнукусен юратăвĕ хавхалану кÿтĕр сана. Чунупа яланах çамрăк пул, чир-чĕрне мĕнне пĕлмесĕр нумай çул кил ăшшине упраса пурăн. Тавах сана пире юратнăшăн, пулăшнăшăн, ырă сĕнÿсем парса хавхалантарнăшăн. Эсĕ – пирĕн кил ăшши, хĕвел çути.
Çуралнă кун сан, юбилей,
Чунтан сунар эппин телей.
Телей вăл – сывлăх, ăнăçу,
Сан пурнăç пултăр пыл та çу.
Хĕрÿ салампа – ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, хăта-тăхлачăшĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: