Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
23 Июнӗн 2022, 10:00

Георгий Александровичпа Зоя Алексеевна ВАРЕЙКИНСЕМ

Пелепей хулинче пурăнакан юратнă аттепе аннене, тĕнчери чи ырă кăмăллă кукаçипе кукамая, асаттепе асаннене, мăн кукаçипе кукамая Георгий Александровичпа Зоя Алексеевна ВАРЕЙКИНСЕНЕ 55 çул пĕрле пурăннă ятпа!

Георгий Александровичпа Зоя Алексеевна ВАРЕЙКИНСЕМ
Георгий Александровичпа Зоя Алексеевна ВАРЕЙКИНСЕМ

Пирĕн çывăх çыннăмăрсем иккĕшĕ те пурнăç тăршшĕпех ĕçре пиçĕхнĕ. Хăйсем те ĕçченлĕхпе йĕркелĕхе хисепленĕрен ачисене те, тăватă хĕрĕпе ывăлне, çак тĕп хаклăхсене хывса ÿстернĕ. Аттемĕр мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен хулари «Автонормаль» заводра инженер-строитель пулса вăй хучĕ. Аннемĕр – пултаруллă педагог, 44 çул ытла ачасене пĕлÿ парассине тата обществăра хăйсен вырăнне тупма пулăшассине халалланă. Хаклă çыннăмăрсем çулĕсене пăхмасăр паян та ĕçсĕр лармаççĕ. Çулла пахчара ĕçлеççĕ, çырла-кăмпа пухаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ.
Юратнăран та юратнă çыннăмăрсене изумруд туй ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, килĕшÿллĕн тапайтăр ялан ик чĕре. Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан, ватлăх тартăр сиртен аякран аякка. Сывлăхăр чăваш юманĕ пек çирĕп, ĕмĕрĕр аслă Атăл пек анлă, утас çулăр такăр, вĕçес пĕлĕтĕр уяр пултăр. Мăнукăрсем куç тулли телей парнелеччĕр, сăн-питĕр ялан савăнăçпа ялкăштăр, çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри, телей кÿрекенни сирĕнпе пĕр çулпа утчăр. Эсир лартнă пÿрт ăшши ан сÿнтĕр, атте лартнă йывăçсем ан хăрччăр, Варейкинсем нумайлансах пыччăр. Йывăр вăхăтсене пăхмасăр эсир пире ÿстернĕ, пурнăçра телей пилленĕ, ăс парса вĕрентнĕ, çунатсем парса вĕçтернĕ! Тавтапуç сире, атте-анне!
Изумруд туй ячĕпе саламлатпăр сире,
Килĕшÿллĕн тапайтăр ялан ик чĕре.
Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан,
Ватлăх тарĕ сиртен аякран аякка.
Ик ĕмĕрлĕх кун-çул сунар,
Ыр кăмăлăршăн тав тăватпăр.
Ан чирлĕр, ан ватăлăр нихçан.
Хĕвел пек пулăр пирĕншĕн ялан!
Юратса тата хисеплесе – ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: