-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Юратнă çыннăмăра паллă кун ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Пурнăç çулĕпе хавхаланса утма, тăван кил ăшшине упраса, çывăх çыннусемпе савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр. Пире чун ăшшине парнеленĕшĕн, юратса ÿстернĕшĕн çĕре çити пуç таятпăр. Турă панă кун-çулу вăрăм пултăр.
Вăрăм ĕмĕр сунатпăр чунтан,
Пултăр сывлăху çирĕп хурçăран.
Кирлĕ мар ватăлма, кулянма,
Пулччăр çутă кунсем ыр курма.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, икĕ ывăлĕпе хĕрĕ, кĕрĕвĕпе кинĕсем, мăнукĕсем.