Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Июлӗн 2022, 09:05

Елена Николаевна СЕРГЕЕВА

Элшей тăрăхĕнчи Кайраклă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ырă кăмăллă кукамая, асаннене Елена Николаевна СЕРГЕЕВАНА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Елена Николаевна СЕРГЕЕВА
Елена Николаевна СЕРГЕЕВА

Аннеçĕм, эсĕ пире кун-ҫул парнелесе телейлӗ ҫитӗнтернӗ, халӑха юрӑхлӑ пулмашкӑн пилленӗ, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑ. Çакăншăн сана чĕререн тав тăватпăр. Пурнăç çулĕпе тата нумай çул хавхаланса утма çирĕп сывлăх, тулли телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, канлĕ ватлăх сунатпăр. Пурнăçри кашни самант савăнăçпа тулса питÿ çинче яланах йăл-кулă çиçтĕр. Эс пуртан эпир телейлĕрех, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах.
Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,
Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.
Хаклă çыннăмăр, эс, пурăн ĕмĕр.
Çут тĕнче санпа илемлĕрех.
Ырă сунса – ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, чун юратнă мăнукĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: