Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
23 Августӑн 2022, 10:25

Андриан Анатолиевич ГРИГОРЬЕВ

Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, канăçсăр чĕреллĕ аттене, вашават кукаçие Андриан Анатолиевич ГРИГОРЬЕВА юбилей ячĕпе!

Андриан Анатолиевич ГРИГОРЬЕВ
Андриан Анатолиевич ГРИГОРЬЕВ

Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, чун-чĕререн хисепленине, юратнине, унпа мухтаннине пĕлтеретпĕр. Çу уйăхĕ пек илемлĕ пурнăç, çут уйăх пек телей, Атăл юхан шывĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пурнăçланса пыччăр, Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр.
Юратнă çыннăмăр, ан чирле, ан ватăл, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăн. Пĕр аллунта – ырлăх, тепринче – пурлăх, савăнса пурăнма сывлăх пултăр.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, Олеся тата Алена хĕрĕсемпе Андрей ывăлĕ, Алексейпе Олег кĕрÿшĕсем, Викторияпа Вадим, Даниилпа Кирил тата София мăнукĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: