Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
23 Августӑн 2022, 11:17

Елена Филипповна НИКИТИНА

Чемагуш районĕнчи Юмаш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче кун кунлакан юратнă аннене, асаннене, кукамая, тăхлача Елена Филипповна НИКИТИНАНА 85 çулхи юбилей ячĕпе!

Елена Филипповна НИКИТИНА
Елена Филипповна НИКИТИНА

Хаклă та хисеплĕ çыннăмăр, сана юбилей ячĕпе чун-чĕрери чи çепĕç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Кун-çулу вăрăм та такăр, телейÿ тулли, сывлăху çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачусемпе мăнукусен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр.
Ах, аннемĕр, анне, тĕнчере эс пĕрре,
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне.
Çук санран лайăххи тĕнчере,
Хăват парса тăратăн пире.
Тайма пуçăм сана ĕмĕрех,
Ылтăн пек ырă çыннăмăр анне!
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, тăхлачипе хăти.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: