Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
23 Августӑн 2022, 11:05

Таисия Дмитриевна НИКИТИНА

Пелепей районĕнчи Кивĕ Сименкке ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, чи ырă кăмăллă та вашават кукамая, асаннене Таисия Дмитриевна НИКИТИНАНА 75 çулхи юбилей ячĕпе!

Таисия Дмитриевна НИКИТИНА
Таисия Дмитриевна НИКИТИНА

Пире кун-çул парнелесе ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентнĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнă аннемĕре вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, чун-чĕрере лăпкăлăхпа канăçлăх сунатпăр. Хамăрăн çитĕнÿсемшĕн эпир сана тав тăватпăр. Эсĕ пуррипе кил-çурт ăшă, таса та çутă, сĕтел тулли апат-çимĕç.
Тавах сана, ыр çыннăмăр, пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕпе кинĕ, мăнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: