Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
30 Августӑн 2022, 10:17

Галина Петровна МАКАРОВА

Пишпÿлек районĕнчи Михайловка ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă мăшăра, канăçсăр чĕреллĕ аннене, уçă кăмăллă та вашават кукамая, асаннене Галина Петровна МАКАРОВАНА 60 çулхи юбилей ячĕпе!

Галина Петровна МАКАРОВА
Галина Петровна МАКАРОВА

Хаклă çыннăмăр, сана пурнăç çулĕпе тата нумай çул хавхаланса утма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, нихăçан хавшами çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пархатарлă кун-çул, ытам тулли савăнăç сунатпăр. Ирсерен таса хĕвеле кĕтсе илме, шăнкăр-шăнкăр юххине итлеме, кăвак тÿпене курма, çĕр çула çити пурăнма çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал пултăр. Эс пуртан эпир телейлĕрех, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр чунтан,
Шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр ялан.
Çирĕп сывлăх, хастарлăх сунар чĕререн,
Ан татăлтăр пĕртте укçа енчĕкрен.
Килĕшÿ, ăнлану хуçаланччăр килте,
Çуркунне чечеклентĕр ялан чĕрÿнте!
Ăшă салампа – юратнă мăшăрĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: