Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
30 Августӑн 2022, 10:24

Мария Ивановна КИРИЛЛОВА

Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, ырă кăмăллă асаннене, кукамая Мария Ивановна КИРИЛЛОВАНА 85 çулхи юбилей ячĕпе!

Мария Ивановна КИРИЛЛОВА
Мария Ивановна КИРИЛЛОВА

Хаклă та хисеплĕ çыннăмăр, сана юбилей ячĕпе чун-чĕрери чи çепĕç те ăшă сăмахсемпе саламлатпăр. Кун-çулу вăрăм та такăр, телейÿ тулли, сывлăху çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачусемпе мăнукусен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр.
Ах, аннемĕр, анне, тĕнчере эс пĕрре,
Эс кÿретĕн кил-çурт илемне.
Çук санран лайăххи тĕнчере,
Хăват парса тăратăн пире.
Тайма пуçăм сана ĕмĕрех,
Ылтăн пек ырă çыннăмăр – анне!
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: