Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
6 Сентябрӗн 2022, 10:17

Геннадий Степанович КИРИЛОВ

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аттене, кукаçейпе асаттене, тăвана Геннадий Степанович КИРИЛОВА 85 çул тултарнă ятпа!

Геннадий Степанович КИРИЛОВ
Геннадий Степанович КИРИЛОВ

Çак сумлă юбилейпе ырлăх-сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр.
Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса, тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕшĕн, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр.
Малашне те пирĕнпе юнашар çирĕппĕн утма, тумхахсене ҫӗнтерсе пыма, тӑван кил ӑшшине упрама иксӗлми вӑй-хал, вăрăм кун-çул сунатпӑр сана.
Эпир эс пурришĕн савăнатпăр, санпа мăнаçланатпăр!
Ăшă салампа – мăшăрĕ, виçĕ хĕрĕпе кĕрĕвĕсем, икĕ ывăлĕпе кинĕсем, тăхăр мăнукĕ тата тăванĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: