Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
7 Сентябрӗн 2022, 14:32

Георгий Захарович ОРЛОВ

Авăркас районĕнчи Дубровка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан хисеплĕ те хаклă общество деятельне, ПР тава тивĕçлĕ строительне, 2001-2012 çулсенче Пушкăртстан Республикин Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕ пулнă Георгий Захарович ОРЛОВА черетлĕ çуралнă кун ячĕпе!

Георгий Захарович ОРЛОВ
Георгий Захарович ОРЛОВ

Эсир пурришĕн эпир савăнатпăр. Çак çула çитсе пухнă ăс-тăна пирĕнпе пĕрле пайланăшăн, пурнăçа вĕрентнĕшĕн сире чунтан тав тăватпăр. Эсир пуçарнă ĕç – чăваш халăхне пĕр чăмăра пухса пысăк ĕçсем тума хавхалантарни темрен те хаклă. Хисеплĕ, Георгий Захарович, сирĕн умăрта пуç таятпăр. Эсир пуçарнă ĕçе сÿнтермесĕр, сирĕн сăмахăрсемпе вĕрентнине ăша хывса малалла талпăнăпăр. Сывлăхăр чул пек çирĕп, утас çулăр тумхахсăр пултăр, чун-чĕрĕр яланах çурхи хĕвел пек юрлатăр.
Нумай ырлăх сунатпăр,
Вăрăм ĕмĕр пиллетпĕр.
Вăй-халăр пултăр иксĕлми.
Утсамăр пурнăç çулĕпе пĕр такăнми.
Салампа – Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕ, Çтерлĕри чăваш наципе культура автономийĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: