Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Сентябрӗн 2022, 10:00

Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВА

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче пурăнакан канăçсăр чĕреллĕ аннене, хаклă та хисеплĕ кукамая, тимлĕ те вашават асаннене, ырă кăмăллă тăвана Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВАНА çуралнă кун ячĕпе!

Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВА
Мария Николаевна ЕЛИЗАРОВА

Юратнă çыннăмăра менелник ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Вăрăм ĕмĕр сукмакĕпе пĕр чирлемесĕр, кулянмасăр утма хурçă пек çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул, иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, канăçлăх сунатпăр. Санăн малашнехи пурнăçу савăнăçлă та телейлĕ пултăр! Эпир сана питĕ-питĕ юрататпăр, хисеплетпĕр. Пире савăнтарса нумай-нумай çул пурăн!
Телейлĕ пул эс ĕмĕрех,
Хаваслă кулă çиçтĕрех.
Шав чĕнтĕр пурнăç малалла,
Çитме сунатпăр 100 çула!
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе ывăлĕсем, кĕрÿшĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: