Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
16 Сентябрӗн 2022, 11:00

Михаил Викторович ГОРДЕЕВ

Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне, биологи наукисен кандидатне, паллă курăкçа Михаил Викторович ГОРДЕЕВА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Михаил Викторович ГОРДЕЕВ
Михаил Викторович ГОРДЕЕВ

Михаил Гордеев – 60 ытла наука ĕçĕпе патент авторĕ. 2003 çулта кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Унăн пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ – çынсене сыватасси. Çав шухăшпах вăл курăксен пуххисене, сиропсем, чейсем, мазьсем, бальзамсем хатĕрлемелли производство йĕркеленĕ. Сиплевçĕн рецепчĕпе хатĕрленĕ продукци 2000 çулта «Раççейри чи лайăх 100 тавар» диплома тивĕçнĕ. Хăйĕн фитоцентрĕсене Раççейĕн нумай регионĕнче, çав шутра Мускавпа Санкт-Петербургра та, уçнă. Михаил Викторовичăн хатĕрлевĕсем тăрăх 9 диссертаци хÿтĕленĕ. Вăл – Раççейри фитотерапевтсен пĕрлĕхĕн членĕ, ПР Фитотерапевтсен Ассоциацийĕн вице-президенчĕ, «Здоровье нации» обществăлла организацин председателĕ, ПР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. П.М. Миронов ячĕллĕ Чăваш вырсарни шкулĕпе туслă çыхăну тытать. 2006 çулта асăннă шкулти вĕренÿ отличникĕсем валли ятарлă преми йĕркеленĕ. Ăна Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн чăн членне (академик) 2012 çулта суйланă. Вăл Павел Миронов тата Спиридон Яндуш ячĕллĕ, «XX лет ЧНАНИ» медальсене тивĕçнĕ.
Михаил Викторович, сире ăслăлăх ĕçĕнче çĕнĕ шухăшсемпе çитĕнÿсем, вĕсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх сунатпăр.
Вăрăм пултăр санăн ĕмĕрÿ,
Таптăр вăй-халу ялан хĕрÿ.
Хурçă евĕр пултăр сывлăху,
Телейпе çуталтăр кун-çулу.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн пайташĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас в