Хисеплĕ те юратнă аннемĕр, сана çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Тĕреклĕ сывлăх яланах пултăр санăн, чир- чĕр аякран иртсе çӳретĕр. Чунупа çамрăк пул, пире хăвăн тĕслĕхӳпе хавхалантарса тăр. Нумай-нумай çул пире савăнтарса пурăнмалла пултăр. Атте каланă пек: «Санăн пурнăçу пирĕншĕн – шурăмпуç!»
Чи ҫирӗп сывлӑх та телей сана, аннеçĕм!
Тав тӑватпӑр сан ырă аллусене,
Сан тимлӗхне, ачашӑн ҫуннине,
Чирлесен пӗр куҫ хупманнине…
Нихӑҫан та тав туса пӗтереймӗн!
Пурӑн ӗмӗр савӑнса, пурнӑҫ илемне туйса!
Эсĕ пире ӳстернӗ, пурнӑҫра телей пилленӗ,
Ӑс парса ырра вӗрентнӗ, çунатсем парса вӗҫтернӗ!
Ҫуралнӑ кунпала салам сана, аннеҫӗм!
Хĕрӳллĕ салампа – мĕнпур тăванĕсен ятĕнчен
Маргарита хĕрĕ.