Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
27 Декабрӗн 2022, 13:50

Хисеплĕ туссем

«Урал сасси» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕсем, вулаканĕсем, кăларăма çырăнтарма пулăшакан чăваш хастарĕсем! Акă тепĕр çул та сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Календарĕн юлашки питне татса илме те вăхăт çитсе пырать.

Хисеплĕ туссем
Хисеплĕ туссем

Сире çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа çулталăк тăршшĕпех пирĕнпе пĕрле пулнăшăн, çитес çула та юратнă хаçатпа кĕнĕшĕн чунтан тав тăватпăр. Тавах çырăвăрсемшĕн, шăнкăравсемшĕн, сĕнĕвĕрсемшĕн, çивĕч сигналсемшĕн. Эпир сире илтме, хаçата интереслĕрех те усăллăрах тума яланах хавас. Хаçат вулакан пуррипе сывă.
Сирĕн хушăра хаçата тухма пуçланăранпах çырăнса илекенсем те, хаçатсăр хăйсен пурнăçне куç умне кăларса тăратайман çынсем те пур. Вĕсем хаçата пĕрремĕш страницинчен пуçласа юлашки странициччен пĕр сиктермесĕр вулаççĕ, пур номерне те çыхă туса упраççĕ. Вĕсене эпир пĕлетпĕр, паллатпăр, тав тăватпăр. Çав шутра Николайпа Галина Ларионовсем (Шаран районĕ, Юмаш ялĕ), Геннадий тата Раиса Кириловсем (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ), Иван тата Людмила Ефимовсем (Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ), Галина Алексеева (Пелепей хули) тата ыт.те. «Урал сассине» пуçласа çырăнакансем хаçатран мĕн кĕтмеллине пĕлмеççĕ-ха. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсемпе те чăн-чăн туссем пуласса шанатпăр.
Пурне те пирĕн туслă ушкăн ятĕнчен çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр! Сывлăхлă та телейлĕ пулăр, питĕр çинче сăвăнăçлă йăл-кулă çиçтĕр. Пĕр-пĕрне юратăр, хисеплĕр. Ун чухне çут тĕнче тата та илемлĕрех те çутăрах пулĕ. Çитес çул кашни киле савăнăç çеç илсе килтĕр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: