Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
27 Декабрӗн 2022, 11:05

Зинаида Евстафьевна ОСИПОВА

Авӑркас районӗнчи Шланлӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, паянхи кун Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан Чăваш наципе культура автономин ертӳҫин ҫумне, пайташне Зинаида Евстафьевна ОСИПОВАНА сумлӑ юбилей ячӗпе!

Зинаида Евстафьевна ОСИПОВА
Зинаида Евстафьевна ОСИПОВА

Çак сумлă юбилей, паллă кун ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатпăр, пархатарлă та вăрăм кун-çул, малашнехи пурнăçра та ăнăçусем, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çемьере тату пурнăç та телей сунатпăр.
Шухӑшласа хуни яланах пурнӑҫлантӑр, пурнӑҫ вара ҫутӑ та хӗвеллӗ кунсемпе кӑна туллин тулса лартӑр. Чăвашлăхшăн тăвакан ĕçÿсем малалла та хавхалану кÿрсе тăччăр. Çын хушшинчи хисепÿ ÿссе пытăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул.
Пурнăç çулĕ вăрăм, аслă,
Йыхравлать малтан мала,
Такăнмасăр ут хăюллă,
Эсĕ çакă çулпала.
Ăшă салампа – Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗрлешевӗ, Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: