Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
4 Кӑрлач 2023, 12:33

Галина Ивановна МИХАЙЛОВА

Чи илемлĕ те ĕçчен хĕрарăма, юратнă хĕресне аннене, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан Галина Ивановна МИХАЙЛОВАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Галина Ивановна МИХАЙЛОВА
Галина Ивановна МИХАЙЛОВА

Пурнăçăн анлă сукмакĕпе малашне те çирĕппĕн ут, чуну çамрăк, чĕрÿ çирĕп пултăр, мĕн шутлани пурнăçлантăр. Сан ĕçченлĕхÿпе тараватлăху яланхилле иксĕлми пултăр. Çывăх çыннусен юратăвĕпе тимлĕхĕ телей çеç кÿтĕр.
Мĕн сунар сана паян?
Мĕн кирли йăлт пултăр сан.
Иксĕлми вăй-хал, хастарлăх,
Çирĕп сывлăх, вашаватлăх,
Çемьере ялан татулăх.
Пурнăçу сан пултăр тулăх.
Ăшă салампа – Надя хĕресне хĕрĕ тата унăн çемйи.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: