Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
4 Кӑрлач 2023, 12:35

Николай Александрович ФОМИН

Сумлă шурсухала, хисеплĕ таврапĕлÿçе, чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикне Николай Александрович ФОМИНА 100 çулхи юбилей ячĕпе!

Николай Александрович ФОМИН
Николай Александрович ФОМИН

Николай Александрович Шаран районĕнчи Паскай ялĕнче çуралнă. Шаранти вăтам шкула пĕтернĕ, Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче «истори тата обществоведени учителĕ» специальноçа алла илнĕ. 1948-1983 çулсенче Шаран район хаçачĕн редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Чалмалăри çичĕ класлă шкулта директор, Паскайри вăтам шкулта истори тата обществознани учителĕ, завуч, директор пулса ĕçленĕ.
Николай Александрович – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, «Çарти хастарлăхшăн» медальпе наградăланă, «ПАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Н.А. Фомин – чи хастар ĕçлекен тата пичетленекен таврапĕлÿçĕсенчен пĕри. Тăван тавралăх историйĕ çинчен 14 кĕнеке пичетлесе кăларнă. 2008 çултанпа чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн академикĕ. Николай Александрович, сире çĕнĕ çитĕнÿсемпе шухăшсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Чăвашлăхшăн тăвакан пархатарлă ĕçĕрсем тăван халăха аталанма пулăшчăр, сире савăнăç туйăмĕ парнелеччĕр.
Çул хыççăн çул иртсе хыçа юлсан та,
Эс уншăн ан кулян, ан пăшăрхан,
Пул сывлăхлă ялан, çапла пулсассăн –
Укçаллă этемрен те эс пуян.
Ырă сунса та хисеплесе – Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: