Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
5 Кӑрлач 2023, 09:05

Александр Николаевич ФАДЕЕВ

Пишпÿлек районĕнчи Михайловка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Приютово поселокĕнче пурăнакан хаклă та юратнă мăшăра, аттене, ырă кăмăллă та вашават кукаçие, пиччене, йыснана, сумлă хăтана Александр Николаевич ФАДЕЕВА 65 çулхи юбилей ячĕпе!

Александр Николаевич ФАДЕЕВ
Александр Николаевич ФАДЕЕВ

Çывăх çыннăмăра юбилей ячĕпе саламласа нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулăх та савăк пурнăç, тĕнчери мĕнпур ырлăха сунатпăр. Хăвăн ырă кăмăлупа пире ялан савăнтарса мăшăрун, ачусен, мăнукусен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр. Ĕмĕтÿсем хăв шутланă пек пурнăçланса пыччăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри санпа çÿреччĕр. Эпир сана пурте питĕ юрататпăр.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр сана,
Çутă кулă кăна илемлеттĕр сăнна.
Таса сывлăхлă пул, ĕмĕр савăккăн кул,
Пултăр çутă, телейлĕ санăн кун-çул.
Ăшă салампа – мăшăрĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕ, мăнукĕсем, йăмăкĕсемпе кĕрÿшĕсем, Алексеевсемпе Родионовсен, Суфьяновсемпе Сулбаевсен çемйисем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: