Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
5 Кӑрлач 2023, 11:05

Геннадий Васильевич ТИМОФЕЕВ

Çтерлĕ хулинче пурăнакан паллă сăвăçа, прозаика, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарьне, Çтерлĕри ЧНКАн сумлă пайташне Геннадий Васильевич ТИМОФЕЕВА (ЧЕЛПИР) юбилей ячĕпе!

Геннадий Васильевич ТИМОФЕЕВ
Геннадий Васильевич ТИМОФЕЕВ

Геннадий Васильевич, кашни кунпа туллин савăнса пурăнма пархатарлă та вăрăм кун-çул сунатпăр. Сывлăху яланах çирĕп пултăр, çемьере килĕшÿпе юрату хуçалантăр, ĕçре ăнăçу, кĕреке тулли тус-тăван пултăрччĕ. Пултарулăх ĕçĕнче малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума Турă пулăштăр. Сăвăсем шăрçаланса кĕнекесем татах пичетленччĕр. Мĕн шутлани яланах пурнăçа кĕтĕр. Çĕр çинчи мĕнпур ырри, чуна çывăххи йăлтах пиртен сире валли хаклă парне вырăнне пултăр. Эпир сире юрататпăр, хисеплетпĕр, эсир пурришĕн савăнатпăр, сирĕнпе мухтанатпăр. Чăвашсемшĕн малашне те пысăк ĕçсем тума çирĕп вăй-хал, хавхалану сунатпăр.
Ăшă салампа – Çтерлĕри чăваш наципе культура автономийĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: