Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
5 Кӑрлач 2023, 12:05

Геннадий Васильевич ТИМОФЕЕВ

Çтерлĕ хулинче пурăнакан хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хастарне, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн яваплă секретарьне, «Урал сасси» хаçатăн çывăх тусне, пултаруллă сăвăçа Геннадий Васильевич ТИМОФЕЕВА (ЧЕЛПИР) юбилей ячĕпе!

Геннадий Васильевич ТИМОФЕЕВ
Геннадий Васильевич ТИМОФЕЕВ

Юлташăмăра ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр. Сирти ĕçченлĕхпе вашаватлăх, теветкеллĕх нихăçан та ан иксĕлтĕр. Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр. Эсир чăваш халăхĕн сумлă ывăлĕ пулса хăвăрăн чыслă ĕçĕрпе ăна илем кÿретĕр, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăратăр. Малашне те чĕрери хавхалану ан иксĕлтĕр.
Пурнăç çулĕ такăр пултăр,
Ан хавшатăр сывлăхăр.
Тулăх кĕр пек пуянлантăр
Ырăпала кăмăлăр.
Çитнĕ ĕмĕт вăй-хал кÿтĕр,
Сиртĕр йывăр кунсене.
Чун ăшши нихçан ан сÿнтĕр
Сан хĕрÿллĕ чĕрÿнте.
Ăшă салампа – «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕсем, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: