Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
5 Кӑрлач 2023, 13:05

Хисеплě ентешĕмĕрсем, хаклӑ та юратнӑ чӑвашӑмӑрсем!

Ҫĕнĕ ĕмĕтсемпе, çитĕнÿсемпе, çĕнтерÿсемпе ҫыхăннă тепĕр çулталăк хыçа юлчĕ. Вăл, паллах, çĕршывшăн та, этемлĕх тĕнчишĕн те ҫăмăлах пулмарĕ.

Хисеплě ентешĕмĕрсем,  хаклӑ та юратнӑ чӑвашӑмӑрсем!
Хисеплě ентешĕмĕрсем, хаклӑ та юратнӑ чӑвашӑмӑрсем!

Нумайăшĕшĕн вара ҫак ҫул çирĕплĕхе тĕрĕслемелли çул пулнипе асра юлě. Анчах та эпир хěнлěхсене парăнмасăр, пуçа усмасăр, чир-чĕре тата ытти йывăрлăхсене те май çитнĕ таран çĕнтерсе малаллах утрăмăр. Шел, çухатусемсĕр те пулмарĕ. Эпир пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă çывăх та хаклă çынсен умĕнче пуçа таятпăр.
Вăхăт пĕр сисĕнмесĕр хăйěн йěркипе шуса пырать, пурнăç малалла тăсăлать. Ҫĕнĕ 2023 çул чи йывăр ыйтусене татса парасса, чăвашсем малашне те Раççейри ытти халăхпа пĕр тан утасса шанас килет.
Кăçалхи çул йăхташсене пурне те пĕр тĕвве пуçтартăр. Çак тĕллевсем пурнăçа кĕччĕр тесен пирĕн пĕр-пĕрне алăран тытса пĕр çулпа утмалла, хамăртан мĕн килнине тума тăрăшмалла. Эпир туслă, пĕр-пĕрне пулăшса, ыттисен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнса пěрле утсан тата та вăйлăрах, çирĕпрех пулма пултаратпăр.
Регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕнчен Çĕнĕ çул ячĕпе чи ăшă та çутă саламсем йышăнса илсемĕр. 2023 çулта сирĕн пур пуçарăвăрсенче те çĕкленÿллĕ кӑмӑлпа хавхалану, ăнăçу тата ҫĕнĕ ĕмĕтсемпе çитĕнÿсем, çĕнтерÿсем тума вӑй-хал, ырлăх-сывлăх, телей, тулăх пурнăç, малашлӑха шанӑҫ пултăр. Пур ĕмĕтĕрсем те пурнăçа кĕччĕр, начарри хыçа тăрса юлтăр.
Тавах пурне те пирĕнпе пĕрле пулса пуçарусене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн! Çĕнĕ çул ячĕпе сире!
Ирина СУХАРЕВА, регионти «Канаш» обществăлла чăваш пĕрлĕхĕн председателĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: