Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
20 Кӑрлач 2023, 10:10

Екатерина Дмитриевна ВАСИЛЬЕВА

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан юратнă аннене, асаннене, кукамая Екатерина Дмитриевна ВАСИЛЬЕВАНА 86 çул тултарнă ятпа!

Екатерина Дмитриевна ВАСИЛЬЕВА
Екатерина Дмитриевна ВАСИЛЬЕВА

Пире кун-çул парнелесе телейлĕ çитĕнтернĕшĕн, халăха юрăхлă пулмашкăн пилленĕшĕн, пурнăçра хамăр вырăна тупма пулăшнăшăн сана, анне, тав тăватпăр. Çуралнă кун ячĕпе ăшшăн саламланă май çирĕп сывлăх, вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр. Яланах уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пул. Эпир санпа мăнаçланатпăр.
Эс пире савса ÿстернĕ,
Пурнăçра телей пилленĕ,
Ăс парса ырра вĕрентнĕ,
Çунатсем парса вĕçтернĕ.
Пурăн ĕмĕр савăнса,
Пурнăç илемне туйса.
Ăшă салампа – Володьăпа Анатолий ывăлĕсем, Людмилăпа Наталья хĕрĕсем, Глюза кинĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: