Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
20 Кӑрлач 2023, 12:10

Юлия Кирилловна ДМИТРИЕВА

Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă аннене, ырă кăмăллă кукамая, асаннене Юлия Кирилловна ДМИТРИЕВАНА 80 çулхи юбилей ячĕпе!

Юлия Кирилловна ДМИТРИЕВА
Юлия Кирилловна ДМИТРИЕВА

Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе саламласа чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, сурпан пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Пурнăç илемĕпе тата та нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр. Малашне те тăван кил ăшшине упрама Турă иксĕлми вăй-хăват патăр.
Аннеçĕм, ытарайми хĕвелĕм,
Кун-çул пилленĕ эс пире.
Санпа чух çеç эпир телейлĕ,
Телейлĕ эс пулсан кăна.
Таçти инçе çĕре çитсен,
Туйса тăратпăр ăшшуна.
Тавтапуçах сана калатпăр
Ăс панăшăн куллен пире.
Ăшă салампа – ачисем, мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: