Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
27 Кӑрлач 2023, 10:00

Валерий Клавдиевичпа Тамара Николаевна ГРИГОРЬЕВСЕМ

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакан пултаруллă чăваш хастарĕсене, хисеплĕ те тĕслĕхлĕ мăшăра, Валерий Клавдиевичпа Тамара Николаевна ГРИГОРЬЕВСЕНЕ ылтăн туй ячĕпе!

Валерий Клавдиевичпа Тамара Николаевна ГРИГОРЬЕВСЕМ
Валерий Клавдиевичпа Тамара Николаевна ГРИГОРЬЕВСЕМ

Сире çемье уявĕ ячĕпе пур кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр. Турă панă кашни куна савăнса ирттермелле пултăр. Пĕр алăра – ырлăх, тепринче – пурлăх, вĕсене тытса пыма çирĕп сывлăх сунатпăр. Тăван кил ăшшине тата нумай-нумай çул упраса, ачăрсемпе мăнукăрсен пархатарĕпе савăнса пурăнмалла пултăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçлансах пыччăр. Ан чирлĕр, ан ватăлăр, пурнăçри йывăрлăхсене ан парăнăр.
Ылтӑн туй ячӗпе саламлатпӑр сире,
Килӗшӳллӗн тапайтӑр ялан ик чӗре.
Пурнӑçра юрату вӑй парса тӑрсан,
Ватлӑх тартăр сиртен аякран аякка.
Хисеплесе те ырă сунса – «Рябинушка» вокал ушкăнĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: