Урал сасси
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
28 Кӑрлач 2023, 10:00

Ирина Петровна НИКОЛАЕВА

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă мăшăра, канăçсăр чĕреллĕ аннене, уçă кăмăллă та вашават кукамая, йăмăка, тăвана Ирина Петровна НИКОЛАЕВАНА 50 çулхи юбилей ячĕпе!

Ирина Петровна НИКОЛАЕВА
Ирина Петровна НИКОЛАЕВА

Хаклă çыннăмăр, сана пурнăç çулĕпе тата нумай çул хавхаланса утма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, нихăçан хавшами çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пархатарлă кун-çул, ытам тулли савăнăç сунатпăр. Ирсерен таса хĕвеле кĕтсе илме, шăнкăр-шăнкăр шыв юххине итлеме, кăвак тÿпене курма, çĕр çула çити пурăнма çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал пултăр. Эс пуртан эпир телейлĕрех, пирĕн кил-çурт хăтлăрах та çутăрах.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр чунтан,
Шутлани пурнăçă кĕрсе пытăр ялан.
Çирĕп сывлăх, хастарлăх сунар чĕререн,
Ан татăлтăр пĕртте укçа енчĕкрен.
Килĕшÿ, ăнлану хуçаланччăр килте,
Çуркунне чечеклентĕр ялан чĕрÿнте!
Ăшă салампа – юратнă мăшăрĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕсем, мăнукĕ тата çывăх тăванĕсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: