Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
15 Мартӑн 2023, 10:00

Анна Филипповна СЕМЕНОВА

Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакан хаклă та юратнă аннене, канăçсăр чĕреллĕ те вашават асаннене, кукамая Анна Филипповна СЕМЕНОВАНА 85 çулхи юбилей ячĕпе!

Анна Филипповна СЕМЕНОВА
Анна Филипповна СЕМЕНОВА

Нумай-нумай çул пире савăнтарса пурăнма иксĕлми вăй-хал сунатпăр. Кун-çулăн анлă сукмакĕпе малашне те вашаватлăн, мал ĕмĕтпе утма çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пул. Пурнăçу ялан ăнса пытăр, сĕтелÿ çăкăр-тăвартан, кĕрекÿ хăвна юратакан çынсенчен ан татăлтăр.
Тавах сана, аннемĕр, эс пурришĕн,
Кил чысĕпе çемье ăшши пулнишĕн.
Татах та нумай çул эс пурăнсам,
Пире пит лайăх эс çумра пулсан.
Ăшă салампа – ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: