Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
15 Мартӑн 2023, 09:00

Анна Филипповна СЕМЕНОВАПА Любовь Николаевна СЕМЕНОВА

Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялĕнче пурăнакан аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая Анна Филипповна СЕМЕНОВАНА 85 çулхи тата Давлекан районĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакан хаклă аннене, аппана, кукамая, асаннене, мăн кукамая Любовь Николаевна СЕМЕНОВАНА 65 çулхи юбилейĕсем ячĕпе!

Анна Филипповна СЕМЕНОВАПА Любовь Николаевна СЕМЕНОВА
Анна Филипповна СЕМЕНОВАПА Любовь Николаевна СЕМЕНОВА

Çывăх çыннăмăрсене юбилей ячĕсемпе ăшшăн саламланă май çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр. Яланах çакăн пек уçă кăмăллă та ырă чĕреллĕ пулăр. Хаклă çыннăмăрсем, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăнăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр.
Ăшă салампа – хĕрĕсемпе кĕрĕвĕсем, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем тата Хотомли ялĕнче пурăнакан шăллĕн ывăлĕн çемйи.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: