Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
21 Мартӑн 2023, 11:00

Пирĕн ентеш Любовь Вазюкова черетлĕ наградăна тивĕçнĕ

Март уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енри çичĕ çынна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парасси çинчен калакан указа алă пуснă.

Пирĕн ентеш Любовь Вазюкова черетлĕ наградăна тивĕçнĕ
Пирĕн ентеш Любовь Вазюкова черетлĕ наградăна тивĕçнĕ

Культура сферинчи тивĕçĕсемшĕн тата нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн панă сумлă наградăна пирĕн ентеш те, халăх промыслин ăстаçи, Чăваш Республикинчи Ăстаçăсен гильдийĕн пайташĕ Любовь Степановна Вазюкова тивĕçнĕ.
Любовь Степановна Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче 1956 çулхи ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкар хулине тухса кайнă. Халĕ те унтах пурăнать. Пушă вăхăтне пĕтĕмпех чăваш наци тĕррине халаллать. 1981-1987 çç «Паха тĕрĕ» фабрикăра тĕрĕçĕ пулса ĕçленĕ. Çак вăхăтра тĕрĕ ĕçĕн йывăр техникине вĕренсе çитнĕ.
Чăваш культурипе халăх йăли-йĕркине упрас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Любовь Вазюкована Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн, Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕсемпе, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн культура уйрăмĕн Тав çырăвĕпе, ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă. Çавăн пекех тĕрĕçĕ тĕрлĕ шайри куравсене хутшăннăшăн сахал мар диплома тивĕçнĕ.
Любовь Степановнăна черетлĕ наградăна тивĕçнĕ ятпа чунтан саламлатпăр. Малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: