Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
24 Мартӑн 2023, 10:00

Надежда Егоровна ТИМОФЕЕВА

Пелепей районĕнчи Алексеевка ялĕнче пурăнакан юратнă аннене, çепĕç чунлă хунямана, уçă кăмăллă та вашават асаннене, кукамая, мăн асаннене Надежда Егоровна ТИМОФЕЕВАНА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Надежда Егоровна ТИМОФЕЕВА
Надежда Егоровна ТИМОФЕЕВА

Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе саламланă май тĕнчери мĕнпур ыррине сунатпăр – тулăх пурнăç, тулли телей тата ăнăçу. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, пирĕн тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăн. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмалла пултăр. Тавах сана пире юратнăшăн, пулăшнăшăн, ырă сĕнÿсем парса хавхалантарнăшăн.
Ăшă салампа – ывăлĕсемпе кинĕсем, хĕрĕпе кĕрĕвĕ, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: