Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
24 Мартӑн 2023, 10:05

Николай Самуилович НИКИФОРОВ

Давлекан районӗнчи Чуюнчă-Николаевка ялӗнче пурӑнакан хаклӑ та юратнӑ мăшăра, аттене, ырă кăмăллă та вашават асаттене, ват асаттене Николай Самуилович НИКИФОРОВА 80 ҫулхи юбилей ячӗпе чунтан саламлатпӑр!

Николай Самуилович НИКИФОРОВ
Николай Самуилович НИКИФОРОВ

Сывлӑху чӑваш юманӗ пек ҫирӗп, ӗмӗрӳ аслӑ Атӑл пек анлӑ, утас ҫулу такӑр, вӗҫес пӗлӗтӳ уяр пултӑр. Мӑнукусем куҫ тулли телей парнелеччӗр, сӑн-питӳ ялан савӑнӑҫпа ялкӑштӑр, ҫӗр ҫинчи мӗнпур таси, ырри, телей кӳрекенни санпа пӗр ҫулпа уттӑр.
Çулсем иртни ан кÿтĕр тунсăх,
Вăй-халу пултăр иксĕлми.
Сана сунатпăр ырлăх-сывлăх
Тата телей ытам тулли!
Ӑшӑ салампа – мăшăрĕ, ачисемпе мӑнукĕсем: Никифоровсем, Яковлевсем, Гатауллинсем, Филипповсем.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: