Хисеплĕ Валерий Васильевич, эсир чылай çул район муниципалитечĕн тытăмĕнче ырми-канми вăй хутăр. Çав вăхăтрах 2012-2017 çулсенче районти чăвашсен Канашне ертсе пытăр, çак тапхăрта тăван халăх аталанăвĕшĕн кирлĕ те пархатарлă, усăллă ĕçсем турăр. Уншăн сирĕн умăрта пуçа таятпăр.
Паянхи кун сире районти чăвашсен ятĕнчен çак чаплă юбилейпа саламланă май, пурнăçра кĕреш юман пек çирĕп сывлăх, тулăх пурнăç, тулли те иксĕлми телей, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват сунатпăр. Сăн-питĕр яланах савăнăçпа ялкăштăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри, телей кÿрекенни сирĕнпе пĕр çулпа уттăр.
Тивĕçлĕ канăва кайнине шута илмесĕр эсир, Валерий Васильевич, малашне те районти чăвашсен Канашĕн пуçаруллă хастарĕ пуласса, чăваш тĕнчин нуши-терчĕпе пурăнасса шанатпăр. Чăвашлăхшăн тăвакан пархатарлă ĕçсем тăван халăха аталанма пулăшчăр, сире савăнăç туйăмĕ парнелеччĕр.
Сума суса – Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн ĕçтăвкомĕ.