Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
САЛАМЛАНИСЕМ
28 Майӑн 2023, 09:00

Сергей Аркадиевич ИВАНОВ

Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакан юратнă мăшăра, хаклă аттене, ырă кăмăллă кукаçине Сергей Аркадиевич ИВАНОВА 55 çулхи юбилей ячĕпе!

Сергей Аркадиевич ИВАНОВ
Сергей Аркадиевич ИВАНОВ

Юратнă çыннăмăра чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлăх, таса çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, иксĕлми телейпе кил-çурт ырлăхĕ сунатпăр. Пурнăçăн анлă çулĕпе пĕр чирлемесĕр хавхаланса утма, пире савăнтарса пурăнма вăрăм ĕмĕр пултăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул. Юратнă çемйÿ сана савăнăç çеç кÿтĕр.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр чунтан,
Шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр ялан.
Çирĕп сывлăх, хастарлăх сунар чĕререн,
Ан татăлтăр пĕртте укçа енчĕкрен,
Килĕшÿ, ăнлану хуçаланччăр килте,
Çуркунне чечеклентĕр ялан чĕрÿнте.
Ăшă салампа – Елена мăшăрĕ, Лилиана хĕрĕпе Николай кĕрÿшĕ, Андрей ывăлĕпе Татьяна кинĕ, Дмитрий ывăлĕ, Андрейпа Максим мăнукĕсем.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: